7250 | Ӑслӑ ҫынна пин пуҫ теҫҫӗ. | Ӑс — Ухмахлӑх |
7252 | Ӑслӑ ҫыннӑн кучӗ пӑхлӑ тет. | Ӑс — Ухмахлӑх |
7253 | Ӑслӑ ҫыннӑн сӑмах ҫук, ухмах ҫыннӑн сӑмах пӗтмест. | Ӑс — Ухмахлӑх |
7254 | Ӑслӑ ҫыннӑн суя сӑмаха ӑшӗ сисет тенӗ. | Ӑс — Ухмахлӑх |
7255 | Ӑслӑ ҫынпа калаҫсан ӑс пухӑнать. | Ӑс — Ухмахлӑх |
7256 | Ӑслӑ ҫынпа канаш тӑвакан ӑслах пулӗ, усал ҫынпа тусланакан ирсӗрленӗ. | Ӑс — Ухмахлӑх |
7257 | Ӑслӑ ҫынпа ҫӳресен ӑслӑ пулнӑ. | Ӑс — Ухмахлӑх |
7258 | Ӑслӑ ҫынпа ҫын тус пулсан ӑслӑ пулать, ухмахпа тус пулсан ухмах пулать, вӑрӑпа тус пулсан вӑрӑ пулать. | Ӑс — Ухмахлӑх |
7259 | Ӑслӑ ухмахсӑр пурӑнаймасть. | Ӑс — Ухмахлӑх |
7260 | Ӑслӑ шӑши ик тӗнӗ тӑвать. | Ӑс — Ухмахлӑх |
7261 | Ӑслӑлӑхлӑ ҫынна курсан ун патне иртен ирех ҫӳрӗ. | Ӑс — Ухмахлӑх |
7262 | Ӑслӑран ӑсли пур, вӑйлӑран вӑйли пур. | Ӑс — Ухмахлӑх |
7263 | Ӑслӑх аслӑ тӗнчере, унтан асли ним те ҫук. | Ӑс — Ухмахлӑх |
7264 | Ӑсли ӑсӗпе, ухмах вӑйӗпе теҫҫӗ. | Ӑс — Ухмахлӑх |
7265 | Ӑсли ӑсласа иличчен ухмахӗ персе ярать теҫҫӗ. | Ӑс — Ухмахлӑх |
7266 | Ӑсли ӑсласа тупать, ухмах тупнине те ҫухатать. | Ӑс — Ухмахлӑх |
7267 | Ӑсли вӗренме тӑрӑшать, ухмах хӑй вӗрентме тупӑшать. | Ӑс — Ухмахлӑх |
7268 | Ӑсли вуннӑрах ӑста, айван аллӑра та ача. | Ӑс — Ухмахлӑх |
7269 | Ӑсли кулма чарӑнать, ухмах кулма пуҫӑнать. | Ӑс — Ухмахлӑх |
7270 | Ӑсли те ӑсран тайӑлма пултарать. | Ӑс — Ухмахлӑх |
7271 | Ӑсли хӑйне айӑплать, ухмах тусне айӑплать. | Ӑс — Ухмахлӑх |
7272 | Ӑсли шухӑшличчен ухмаххи ҫапса ӳкернӗ. | Ӑс — Ухмахлӑх |
7273 | Ӑслин ӑсӗ саккӑр. | Ӑс — Ухмахлӑх |
7274 | Ӑслине пӑсти вӗрентмест. | Ӑс — Ухмахлӑх |
7275 | Ӑслине Тур парать, усала мур парать. | Ӑс — Ухмахлӑх |
7276 | Ӑслинчен ытла ухмах нумай. | Ӑс — Ухмахлӑх |
1211 | Ӑслипе ҫӳресе ӑс илӗн, ухмахпа ҫӳресе пӑс илӗн. | Ӑс — Ухмахлӑх |
7278 | Ӑслипе ҫӳресе тупнине ухмахпа ҫӳресе ҫухатан. | Ӑс — Ухмахлӑх |
7279 | Ӑслипе тавлашакан ял кулли пулнӑ. | Ӑс — Ухмахлӑх |
7280 | Ӑслисем нумай та, ыр ҫынсем сахал. | Ӑс — Ухмахлӑх |
7281 | Ӑсна пах та пӗвне пӑх. | Ӑс — Ухмахлӑх |
7282 | Ӑсна ҫухатиччен пуҫна ҫухат теҫҫӗ. | Ӑс — Ухмахлӑх |
7283 | Ӑсна хытӑ тыт, укҫуна хӗсӗк тыт. | Ӑс — Ухмахлӑх |
7284 | Ӑсне пӑх та ӗҫне пӑх. | Ӑс — Ухмахлӑх |
7285 | Ӑсне сутса ӗҫекен сӗм ухмах. | Ӑс — Ухмахлӑх |
7287 | Ӑспа пуйни пӑсарлӑхпа сӳрӗлнӗ тет. | Ӑс — Ухмахлӑх |
7288 | Ӑспа пурӑнакан пӑопа ватӑлать тет. | Ӑс — Ухмахлӑх |
7289 | Ӑспа пурӑнмасассӑн атте пуянлӑхӗ пӗр кунлӑх. | Ӑс — Ухмахлӑх |
7286 | Ӑспа пурӑнсан им-ҫам кирлӗ мар. | Ӑс — Ухмахлӑх |
7290 | Ӑсран кайиччен ҫупран каять. | Ӑс — Ухмахлӑх |
7291 | Ӑсран тайӑлсан тӳрленесси ҫук вара. | Ӑс — Ухмахлӑх |
7292 | Ӑсран ытла ма ӗҫес? | Ӑс — Ухмахлӑх |
7293 | Ӑссӑр ҫын кулнӑ чухне сассине сарса ярать. | Ӑс — Ухмахлӑх |
7294 | Ӑссӑр ҫынпа ӑсла та ӗҫме хушман. | Ӑс — Ухмахлӑх |
7295 | Ӑссӑр ывӑла ашшӗ мулӗ услӑхсӑр. | Ӑс — Ухмахлӑх |
7296 | Ӑссӑрсем хушшинче вӑхӑта кӗскереххӗн тыт, ӑслисем хушшинче вӑрахарах яр. | Ӑс — Ухмахлӑх |
7297 | Ӑста аллинче ӗҫ вылять. | Ӑс — Ухмахлӑх |
7298 | Ӑста кутӗнчен пӑс тухнӑ. | Ӑс — Ухмахлӑх |
7299 | Ӑста ҫук ҫӗрте ӑста пулма пит ӑста. | Ӑс — Ухмахлӑх |
7300 | Ӑста ҫын — ӑстах, тытнӑ, тунӑ, пӑрахнӑ. | Ӑс — Ухмахлӑх |